«Вечерняя Москва» хаҫатра Михаил Ефремов актерпа интервью пичетленнӗ. Унта вӑл тем пирки те хуравланӑ. Ҫав шутра чӑвашран тухни ҫинчен те.
«Миҫере чухне Миша Ефремов хӑй вырӑс маррине пӗлнӗ?» — ыйтнӑ унран журналист.
«Эп хама вырӑс тесе нихӑҫан та питех шухӑшламан. Эп хама ҫын тесе шухӑшланӑ. Эп хам чӑваш пулнине 11 ҫула ҫитиччен пӗлнӗ», — хуравланӑ актер.
Хӑйне журналист мӑкшӑ-ирҫе йӑхӗнчен те тесен Михаил Ефремов ашшӗ енчен тесе уҫӑмлатнӑ. «Анне енӗпе — чӑваш. Унран та ытларах, Библие чӑвашла куҫарнӑ Иван Яковлев йӑхӗнчен. Вӑл Илья Ульяновӑн, Ленин ашшӗн, ҫумӗ пулнӑ. Ку вӑл пирӗн ҫемье мӑнаҫлӑхӗ», — тивӗҫлипе хуравланӑ актер.
Эсир чӑвашсем еплерех, чӑваш маррисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑратӑр ыйту хуравӗпе те паллашма кӑсӑклӑ. «Ну, пӗрремӗшӗнчен, эпир тӗне кӗнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, эпир пысӑк пит ҫӑмартиллӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир ырӑ. Пӗтӗмӗшле, эпир чи лайӑххисем», — ҫирӗппӗн хуравланӑ актер.
Югра кӗпӗрнаттӑрӗ Наталья Комарова Раҫҫей Патшалӑх Думин Национальноҫсен ӗҫӗсен комитечӗн «Обеспечение гарантий прав, защита исконной среды обитания и традиционного образа жизни коренных малочисленных народов Севера, Сибири и Дальнего Востока» (чӑв. Ҫурҫӗрте, Ҫӗпӗрте тата Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче пурӑнакан сахал йышлӑ вак халӑхсен правине, вӗсем пурӑнакан вырӑнне тата йӑли-йӗркине сыхласси) «ҫавра сӗтелне» хутшӑннӑ.
Юграра вак халӑхсен: хантсен, мансисен, ненецсен — йышӗ 30 пинтен иртет. Вӗсен йӑли-йӗркине тата чӗлхине манӑҫтарас мар тесе регионта фольклор, йӑла-йӗрке, йӑлана кӗнӗ хуҫалӑхри ӗҫ-хӗл ҫинчен тӗрлӗ саккун кӑларнӑ.
Маларах асӑннӑ комитет ертӳҫи Ильдар Гильмутдинов Югра опытне ытти ҫӗрте те усӑ курмаллине палӑртнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев Тутарстан Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, ҫыравҫӑпа, журналистпа, Тутарстанри Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе Николай Сорокинпа тата Тутарстанри Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе Александр Семеновпа тӗл пулнӑ. Икӗ регион пайташӗсен курнӑҫӑвӗ, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, министерствӑра иртнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, министрпа Тутарстан хӑнисем таврапӗлӳлӗх тата чӑваш культурине упрас енӗпе килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Паллӑ телеертӳҫӗрен Владимир Познертан журналистсем акӑ мӗн ыйтнӑ: вӑл наци чӗлхисене ачасен кӑмӑлне, суйлавне кура вӗрентни пирки мӗн шутлать? Владимир Познер ку ӑна килӗшменнине палӑртнӑ, кунашкал ыйту тухса тӑни те ӑна питӗ тӗлӗнтерет. Унӑн шухӑшӗпе, чӗлхе ҫынна кӑтартать. «Вырӑс чӗлхине вӗренмеллех-и?» тесе ыйтнӑ пулсан вӑл хӑть ҫакна ӑнланӗччӗ. Наци чӗлхи пирки вара…
«Манӑн шухӑшпа, республикӑра кун пек ыйту пулмалла мар, ҫакна ӑнланманни, наци чӗлхин аталанӑвне хӗстерни ырри патне илсе ҫитермест, тӗрлӗ наци ҫыннисен туслӑхне ҫирӗплетмест», - тенӗ Владимир Познер.
Телеертӳҫӗ тӗслӗх вырӑнне Канадӑна, Бельгие, Швейцарие, Финляндие илсе кӑтартнӑ. Познер каланӑ тӑрӑх, ҫак ҫӗршывсенче халӑхран унӑн тӑван чӗлхине туртса илмелле маррине ӑнланакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.
Питӗр хулинче Чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ. Ӑна йӗркелеме асӑннӑ хулари Нацисем хушшинчи хутшӑнусем тата миграци политикине аталантарассипе ӗҫлекен комитет, Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ытти хӑш-пӗр ведомство хутшӑннӑ. Ҫав шутра Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ те.
Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ май унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольпе пулассине эпир хыпарланӑччӗ-ха.
Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен обществи хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Чӑваш культурин кунне юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
«Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ ирттерекен мероприятисене пула нумай енлӗ чӑваш культури хула ҫыннисемшӗн ҫывӑхланать», – тенӗ Нацисем хушшинчи хутшӑнусем тата миграци политикине аталантарассипе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Сергей Репкин.
Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктерме-Хузангаево ялӗнче шкул ачисен «АТАЛАН» наципе пӗлӳ форумӗ иртнӗ.
Асӑннӑ регионти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, форум Тутарстан чӑваш ҫамрӑкӗсене пӗрлештерес тӗлӗшпе пурнӑҫлать. Мероприятие республикӑри вун ултӑ районтан пынӑ 200 ҫамрӑк тата педагог хутшӑннӑ.
Вӗсен шутӗнче — Аксу районӗнчи Емелькино, Савгачево, Кивӗ Тимушкелпе Ҫӗнӗ Тимушкел шкул ачисем.
– Чи кирли вӑл — кашни конкурса тата мероприятие хутшӑнакан чӑвашла ҫеҫ, вырӑс сӑмахӗсене хутшӑнтармасӑр, калаҫни, — тенӗ Роза Чентаева, район чӑвашӗсен культурӑпа наци автономийӗн ертӳҫи. — Тата форума йӗркелекенсем ҫамрӑксене командӑра ӗҫлеме вӗрентни. Ку мероприятин пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Вӑл хамӑрӑн чӗлхемӗре тата культурӑна сыхласа хӑварма кӑна мар, аталантарма та пулӑшать. Ҫамрӑксен юхӑмӗн ячӗ те — «Аталан» ҫакна уҫса парать. Пирӗн ҫамрӑксене форума кайма районти пӗлӳ пайӗн специалисчӗ Зульфиря Ислямова пулӑшрӗ.
Творчество заданийӗсене пурнӑҫланӑ май ҫамрӑксем халӑх каларӑшӗсемпе, юмахсенчи паттӑрсемпе тӗл пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, паллах, кашни ачан тӑван халӑх творчествипе, чӑвашсен авлхи йӑлисемпе ҫывӑхрах паллашма ӗмӗт ҫуралать.
Кӗҫнерникун, юпан 4-мӗшӗнче, Александр Савельев (Сантӑр Савкилта чӗлхеҫӗ миноритари ("вак") халӑхсемпе чӗлхесен ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явма BBC радиовӗн Мускаври студийӗнче пулнӑ. Сантӑр Савкилта пӗлтернӗ тӑрӑх, BBCӗн The Real Story подкасчӗн кӑларӑмне ҫыртарнӑ. Унта Францире пурӑнакан Розанн Милин бретон чӗлхеҫи, Канадӑри индейсен чӗлхисене тӗпчекен Барбара Мэй Бернхардт чӗлхеҫӗ те хутшӑннӑ. Ертсе пыраканӗ Лондонран иккен.
«Эпӗ Альберт Разин, ар (удмурт) халӑхӗн паттӑрӗ, хӑйне ҫунтарса янипе чӑваш чӗлхин кӑткӑс лару-тӑрӑвӗ пирки акӑлчанла сӑмах тытрӑм», — тесе ҫырнӑ чӑваш тӗпчевҫи «Контактра» страницӑра. «Бретон пики хӑйӗн ачалӑхӗ ҫинчен каласа панине илтсен эпӗ хамӑн ачалӑха палларӑм. Пӗрпеклӗхсем, чӑн та, нумай: Францире те, Раҫҫейре те миноритари халӑхсен шӑпи тертлӗ те хӗн-хурлӑ», — пӗтӗмлетнӗ Сантӑр Савкилта.
Розанн каланӑ тӑрӑх, юлашки ӗмӗрсенче влаҫсем пирӗн чӗлхене вӗлерес тесе калама ҫук нумай укҫа тӑкнӑ, калама ҫук нумай вӑй хывнӑ. Халӗ вара пире эпир ирӗклӗ упчӑра (обществӑра) пурӑнатпӑр, хӑвӑрӑн чӗлхӗре аталантарас тесен хӑвӑрӑн укҫӑра тӑкӑр, хӑвӑрӑн вӑйӑра хывӑр теҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май рекордла ӗҫлени пирки асӑннӑччӗ — уйӑх хушшинче 21,6 пин куҫару кӗртнӗччӗ. Анчах та авӑн уйӑхрине пӑхсан эпир рекорда татах та ҫӗнетрӗмӗр — хальхинче уйӑхра 30 пин ытла чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрне хушрӑмӑр. Ку ҫеҫ те мар, электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ сӑмах кӗнекипе те пуянланчӗ — В.Г. Егоровӑн этимологи словарӗпе (2 298 сӑмах тишкерӗвӗ).
Василий Егоровӑн этимологи словарӗ 1964 ҫулта тухнӑ, кӑҫал вара эпир ӑна сканерласа электронлӑ варианта куҫартӑмӑр. PDF форматпа мар, сканерласа саспаллилетнӗ хыҫӑн текста тӗрӗслесе тухрӑмӑр. Ҫапла май халь вӑл словарьте хӑвӑрт шырав та ирттерме пулать. Ӗҫе Алина Иванова пурнӑҫлани пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ.
Тӗплӗнрех Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи ҫинче чарӑнса тӑрар. Авӑн уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫавна май, парне пек пултӑр тесе, вӑл кун тӗлне ҫӗр пин пуплевӗш таран ҫитерес тесе самай тӑрӑшрӑмӑр. Тӗллеве пурнӑҫларӑмӑр та. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ 100 пинрен сайтӑн ҫуралнӑ кунӗччен темиҫе кун маларах иртрӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Енри чӗрчунсем. Животные Чувашии» карточкӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ.
Любовь Левацкая пӗлтернӗ тӑрӑх, «карточкӑсен пуххи – паха дидактика материалӗ. Унта килти тата тискер чӗрчунсен ҫирӗм ӳкерчӗкне кӗртнӗ. Карточкӑн пӗр енче – чӗрчунӑн ӳкерчӗкӗ, тепӗр енче – ун ҫинчен калакан тупмалли юмах тата кӗске информаци.
Паллашу кӑсӑклӑрах пултӑр тесен малтан тупмалли юмах тупсӑмне пӗлсен аван, ун хыҫҫӑн ачана чӗрчунпа тӗплӗнрех паллаштарма пулать».
Кашки ӳкерчӗк ҫинче чӗрчун тата вӗсен «ачисен» ячӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ.
Проект авторӗ – Светлана Каликова (вӑл — Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ), пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Дмитрий Литаврин.
Берлинта чӑвашсен иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йӗркеленӗ.
Ӑна унччен кӑҫалхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче пухнӑччӗ. Тӗл пулӑва пуҫараканӗ — нимӗҫ журналисчӗ Ян Шредер, мероприятие йӗркелекенӗсем – маларах асӑннӑ Ян Шредер тата Виктор Чугаров.
Виктор Чугаров режиссер-документалист Фейбсукра пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫу хальхинче килти пек хӑтлӑ иртнӗ. Чӑваш Енӗн Германин тӗп хулинчи штаб-хваттерӗ евӗр туйӑннӑ.
Тӗлпулӑва хутшӑннисем хушшинче Германие Шупашкартан куҫса кайнисем те, Ерӗнпур облаҫӗнчен тухса кайнӑ чӑвашсем те пулнӑ.
Тӗлпулупа Виктор Чугаров «Чӑваш чӗлхи» ҫӗнӗ фильмра паллаштарма шантарнӑ. Ӑна режиссер-документалист 2020 ҫулта Шупашкарта кӑтартасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.